Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Художник 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Капкӑн» сатира журналӗнче ӗҫленӗ.
Владимир Агеев — СССР Хкдожниксен союзӗн членӗ (1970). Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1977), Чӑваш АССР халӑх художникӗ (1986), К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ (1981). Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑланӑ.
Чӑваш кӗрешӗвне йӗркелесе янӑ Николай Петров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 67 ҫулта пулнӑ.
Николай Петров - спортсмен, каратэ енӗпе СССР спорт мастерӗ. Вӑл 1955 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Кривой Рогри авиаци училищине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори тата юридици факультечӗсене пӗтернӗ. Вӑл шотокан-каратэ, самбо, кунг-фу вӗреннӗ.
Николай Петровпа паян 12 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир соборӗнче сывпаллашӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри 8 шкула грант парасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хахалантарӑва чи лайӑххисен йышне кӗнӗ, ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗ шкулсем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицея тата 59-мӗш шкула, Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Трак шкулне, Елчӗкри шкула 500 пин тенкӗ грант панӑ.
Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентессипе чи лайӑх практикӑна пурнӑҫлакан шкулсене 500 пин тенкӗ панӑ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти 40-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк шкулӗ, Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш шкулӗ.
ЧР Цифра министерстви халӗ те «Хыпар» хаҫат валли редактор шырать. Тепӗр 7 районти хаҫатӑн та редакторсем ҫук.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле пулнӑ. Анчах ӑна кӑрлач уйӑхӗччен тӑснӑ. Цифра министерстви документсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Палӑртмалла: Пӑрачкав, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Тӑвай тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи хаҫатсем валли редактор шыраҫҫӗ.
Канмалли кунсенче республикӑра пулнӑ пушарсенче икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкексем Муркаш тата Елчӗк муниципалитет округӗсенче пулнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Анатри Панкли ялӗнче 77 ҫулти арҫын хӑйӗн килӗнче ҫунса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электрокӑмакана пула тухнӑ.
Кӗҫӗр Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пушар пулнӑ. Унта 36 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнче рабочи погрузчик айне пулса вилнӗ.
Инкек кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пулса иртнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Шар кураканни — 34 ҫулти механизатор.
Пӑтӑрах хыҫҫӑ РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмахшӑн ӗҫ сыхлавӗн инженерӗ яваплӑ. Вӑл мехаизаторӑн погрузчикпа ӗҫлеме ирӗк ҫуккине пӗлсе тӑрсах ӑна ҫав ӗҫе шанса панӑ.
Вӑрмар районӗн (халӗ района муниципаллӑ округ теҫҫӗ) прокурорӗ пулма юстицин кӗҫӗн советникне Александр Левыя ҫирӗплетнӗ.
Александр Леонардович 1991 ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулта ӑна Йӗпреҫ районӗнчи прокурор пулӑшуҫине ӗҫе илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулта ӑна Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
Паян ирхи 3 сехет те 15 минутра «Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫул ҫинче, Елчӗк муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта «Лада Гранта» кювета кутӑн-пуҫӑн чӑмнӑ.
Водитель, шел те, вилнӗ. Вӑл 2003 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пассажир, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, аманнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Елчӗк муниципаллӑ округӗнче Кӳлпуҫ ялӗнче унччен хытӑ сийлӗ ҫул пулман. Йӗпе-сапара унта пылчӑк ҫӑрӑлнӑ кӑна.
Вырӑнти влаҫ ҫула прокуратура тавӑҫ тӑратсан кӑна йӗркене кӗртнӗ. Ӗҫне вара кирлӗ хутсене приставсене парсан кӑна тунӑ - щебень сарса панӑ.
Халӗ ял ҫыннисем пылчӑк ӑшӗнче ҫӑрӑлмаҫҫӗ.
Чӑваш Енри аграрисем 965 пин ытла тонна тыр-пул пухса кӗртнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп ял хуҫалӑх культурисен вӑтам кӑтартӑвӗ юлашки виҫӗ ҫултинчен иртнӗ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсем ытларах акнӑ, 547 пин гектарпа танлашнӑ. Кӑҫал ҫанталӑк типӗ тӑнӑ пулсан та аграрисем тыр пул нумай, 965 пин тонна, пухса кӗртнӗ. Ку енӗпе Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсем малтисен ретӗнче пулнӑ. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ оркругӗсем вара ку кӑтартупа кайра пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |